Этрускăсем

Бандитачча некрополĕнчи этруссен саркофагĕ. Тем тĕрлĕ тĕслĕ терракота, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр, Вилла Джулиа музейĕ, Рим

Этруссем ( итал. etruschi, лат. tusci, ав.гр. τυρσηνοί, τυρρηνοί, хăйне хăй ячĕ. rasna) — пирĕн эрăччен I пинçуллăхра Апеннин çурутравĕн çурçĕр-анăçĕнче (авалхи Этрури çĕрĕ — хальхи Тоскана) аталаннă тĕнче туса çитернĕ, пулас рим цивилизацийĕ çине пысăк сĕм янă авалхи йăхсем.

Этруссем ăçтан тухнă

Геродот шучĕпе этруссем Кĕçĕн Азири Лидирен тухнă тирренсем е тирсенсем пулаççĕ. Авалхи урăх çыракансен шучĕпе, этрус этносĕн аталанăвне пеласги йăхĕсем хутшăннă. Автохтон версине йышăнакан ăслăхçăсем этруссене Италири Вилланова этеплĕхĕпе çыхăнтараççĕ. ХХ ĕмĕрĕн варрине çитиех «лиди версийĕ» çав тери тиркев айĕнче тăрать, уйрăмах лиди чул çырăвĕсене тĕпчесе уçса вуланă май — вĕсен чĕлхинче этрус чĕлхипе пĕр пĕрлĕ те тупайман. Çапах та паянкунхи ăнланусемпе, этруссене лидисемпе мар, Кĕçĕн Азин анăçĕнче, индоевропа халăхĕсенчен мал аваллăрах пурăннă «протолувисемпе» е «тинĕс халăхĕ» этносĕпе танлаштармалла.

Дионисий Галикарнасский [1] ĕçĕнче тата маларах — пирĕн эрăччен V ĕмĕрте Лесбосра пурăннă Гелланик историкĕ пĕлтернипе, пеласкисене грексем хăваласа янă хыççăн вĕсем Нан патша, Тевтамид ывăлĕ, ертсе пынипе По кӳлмекне çитсе карапĕсене пăрахаççĕ. Кайран вĕсем Италие шалалла кĕрсе, Тиррени (Этрури латтинла) патшалăхне йĕркеленĕ. Çакă Троян вăрçиччен малтанах пулнă. Дионисий хăй этруссене Итали автохтон халăхĕ вырăнне хунă.

Археологипе лингва тĕпчев ĕçĕсем этруссем кĕçĕн ази халăхĕ пулни пирки халĕ çирĕплетекен хут, япала чылай тупăнать. Этрус чĕлхине тăванлă чĕлхесен палăкĕсене Кĕçĕн Азире ( Лемнос стелли — пеласги) тата Кипр çинче ( этеокипр чĕлхи — тевкăрсем) тупнă. Тирсенсене, пеласкисене, тевкăрсене (авалхи икĕпет çырăвĕсен вулав тупсăмĕсенчен пĕри) пĕрремĕш хут «тинĕс халăхĕсем» çырăвĕнче пирĕн эрăччен XII ĕмĕрте Кĕçĕн Азирен Авалхи Икĕпат тапăнса çитни пирки асăнаççĕ. Авалхи рим халапĕнчи троянсен ертӳçĕ Эней этруссемпе çыхăннă, пулас, вĕсем Италие Троя аркансан тарса килеççĕ.

2007 çулхи нарăсра итали генетикĕсен тĕпчевĕсене пичетлесе кăларнă. Çав ĕçсенче тоскана ĕне ăрачĕн (Этрури вăхăтĕнченех паллăскерĕн) кенĕсене [1].

Other Languages
Afrikaans: Etruskers
Alemannisch: Etrusker
asturianu: Etruscos
azərbaycanca: Etrusklar
تۆرکجه: اتروسک‌لار
беларуская: Этрускі
беларуская (тарашкевіца)‎: Этрускі
български: Етруски
brezhoneg: Etrusked
català: Etruscs
corsu: Etruschi
čeština: Etruskové
Cymraeg: Etrwsciaid
dansk: Etruskere
Deutsch: Etrusker
Ελληνικά: Ετρούσκοι
Esperanto: Etruskoj
español: Etruscos
eesti: Etruskid
euskara: Etruriar
estremeñu: Etruscus
suomi: Etruskit
français: Étrusques
Frysk: Etrusken
galego: Etruscos
עברית: אטרוסקים
hrvatski: Etruščani
magyar: Etruszkok
Հայերեն: Էտրուսկներ
interlingua: Etruscos
Bahasa Indonesia: Etruskan
italiano: Etruschi
ქართული: ეტრუსკები
Kurdî: Etrûsk
Latina: Etrusci
Lëtzebuergesch: Etrusker
lumbaart: Etrusch
lietuvių: Etruskai
latviešu: Etruski
македонски: Етрурци
Nederlands: Etrusken
norsk nynorsk: Etruskarar
norsk: Etruskere
occitan: Etruscs
polski: Etruskowie
português: Etruscos
română: Etrusci
русский: Этруски
sicilianu: Etruschi
srpskohrvatski / српскохрватски: Etrurci
Simple English: Etruscan civilization
slovenčina: Etruskovia
slovenščina: Etruščani
shqip: Etruskët
српски / srpski: Етрурци
svenska: Etrusker
Kiswahili: Waetruski
Türkçe: Etrüskler
українська: Етруски
vèneto: Etruschi
Tiếng Việt: Văn minh Etrusca