Тайăлни

Тайăлни, — глагол кăтартакан ĕç чăнлăхпа çыхăннине пĕлтерекен грамматика категорийĕ. Тайăлу хорми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.

Чăваш чĕлхинче

Чăваш чĕлхинче тăватă тайăлу: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшӳ.

Кăтарту тайăлни

Кăтарту тайăлăвĕн хорми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона каятпăр). Çавăнпа кăтарту тайăлăвĕн виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăчĕ — хорминче пулать.

Кăтарту тайăлăвĕн ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.

Хушу тайăлни

Хушу тайăлăвĕн хорми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку тайăлу пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.

Хушу тайăлăвĕн 2 сăпат хорми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ). Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕрешкел мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.

Ĕмĕт тайăлни

Ĕмĕт тайăлниĕ ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн хорми глагол тĕпĕпе тайăлу аффиксĕ хушшине аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).

Килĕшӳ тайăлни

Килĕшӳ тайăлăвĕпе калаканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç вĕçленĕвĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Тайăлу пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак тайăлун хирĕçлев аспекчĕ аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.

Ку тайăлăвăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.

Other Languages
català: Mode
dansk: Modus
Esperanto: Gramatika modo
español: Modo gramatical
eesti: Kõneviis
suomi: Tapaluokka
français: Mode (grammaire)
magyar: Igemód
Bahasa Indonesia: Modus
íslenska: Hættir sagna
日本語: 法 (文法)
la .lojban.: gerna selcni
қазақша: Рай
한국어: 서법
lietuvių: Nuosaka
Nederlands: Wijs
norsk nynorsk: Modus
português: Modo verbal
davvisámegiella: Vuohki (giellaoahpalaš)
slovenščina: Glagolski naklon
svenska: Modus
Türkçe: Kip
українська: Спосіб дієслова
中文: 语气