Мора

Мо́ра ( лат. mora, вăхăт хушши, вăхăт), çавăн пекех хро́нос про́тос ( ав.гр. χρόνος πρῶτος, малтанхи вăхăт), тата тепĕр тĕрлĕ: те́мпус при́мум ( лат. tempus primum, малтанхи вăхăт) — Антика тапхăрĕнчи сăвă теорийĕ тĕлĕшпе усă куракан термин. Карт калăпăшне палăртмалли пĕрчĕ, сăвăри вăхăта шутламалли чи пĕчĕк пĕрчĕ.

.

Асăннă тапхăрти чĕлхесенче (авалхи грек, латтынь) сыпăксем вăрăмăш тĕлĕшпе пĕр-пĕринпе оппозицире пулнă, сăвăри ритм та çак пулăм çинче никĕсленнĕ. Паянхи чăваш, вырăс, нимĕç тата ытти нумай-нумай чĕлхесенче кунашкал пулăм çук. Вĕсенче динамикăлла пусăм малта тăрать.

"Мора" текен термина динамикăллă пусăмлă чĕлхесенчи сăвă тĕлĕшпе майлаштарса усă курасси аталаннă-ши е çук-ши, — ку тĕлĕшпе халлĕхе ним те паллă мар.

Other Languages
Esperanto: Morao
estremeñu: Mora
Հայերեն: Ամանակ
日本語: モーラ
Nederlands: Mora (taalkunde)
norsk nynorsk: Mora
română: Moră
русский: Мора
Basa Sunda: Mora (linguistik)
Türkçe: Bürünbirimcik
中文: 音拍
Bân-lâm-gú: Mora