Луис Бунюэль

Луи́с Бунюэ́ль Портоле́сЛуис Буньюэль, исп. Luis Buñuel Portolés, 1900—1983) — испан кинорежиссёрĕ, синематографин сюрреалисăм элчи.

Кун-çулĕ

Бунюэль 1900 çулхи нарăс, 22 Каланда арагон хулинче ( Теруэль провинцийĕ) çуралнă. 1907—1915 çулсенче вăл Сарагосăри иезуит колледжĕнче, 1917 çултанпа — Мадрид Университетĕнче вĕренет, Сальвадор Далиипе тата Федерико Гарсиа Лоркăпа паллашать.

1924—1927 çулсенчех Парисра «Авангард» юхăмне хутшăнать, Ж. Эпштейн режиссёр ассистенчĕ пулса ĕçлет.

1936 çулта Бунюэль республика Испанин культура атташи пулса Францире ĕçлет, антифашистлă документлă фильмсене ӳкерме пулăшать.

1939 çулта АПШ-на тухса каять, Голливудра монтажёр, Çĕнĕ Йоркра Хальхи ӳнер музейĕн ĕçченĕ пулса ĕçлет.

1946 çулта Бунюэль Мексикăна пурăнма куçать, унта Оскар Дансижье продюссерпа паллашать. Вĕсем пĕрле «Большое казино» (исп. Gran Casino, 1946) ӳнерлет. Виçĕ çул иртсен режиссёр мексикан гражданлăхне тивĕç пулать.

Бунюэльĕн мексика тапхăрĕнчи юлашки фильмĕ — «Симон-пустынник» (исп. Simón del Desierto, 1965).

Францие куçсан, Бунюэль Серж Зильберман продюссёрпа ĕçлет.

Бунюэль 1983 çулхи утăн 29-мĕшĕн ирхине Мехикора чĕре, пĕвер тата пӳре çитменлĕхĕнчен вилсе каять.

Other Languages
Alemannisch: Luis Buñuel
aragonés: Luis Buñuel
العربية: لويس بونويل
asturianu: Luis Buñuel
azərbaycanca: Luis Bunyuel
беларуская: Луіс Буньюэль
български: Луис Бунюел
bosanski: Luis Buñuel
čeština: Luis Buñuel
Deutsch: Luis Buñuel
English: Luis Buñuel
Esperanto: Luis Buñuel
español: Luis Buñuel
euskara: Luis Buñuel
français: Luis Buñuel
galego: Luis Buñuel
हिन्दी: लुई बुनुएल
hrvatski: Luis Buñuel
magyar: Luis Buñuel
Bahasa Indonesia: Luis Buñuel
íslenska: Luis Buñuel
italiano: Luis Buñuel
Lëtzebuergesch: Luis Buñuel
lietuvių: Luis Buñuel
latviešu: Luiss Bunjuels
Malagasy: Luis Buñuel
македонски: Луис Буњел
Nāhuatl: Luis Buñuel
Nederlands: Luis Buñuel
norsk nynorsk: Luis Buñuel
occitan: Luis Buñuel
polski: Luis Buñuel
português: Luis Buñuel
Runa Simi: Luis Buñuel
română: Luis Buñuel
русский: Бунюэль, Луис
sicilianu: Luis Buñuel
srpskohrvatski / српскохрватски: Luis Buñuel
српски / srpski: Луис Буњуел
svenska: Luis Buñuel
Türkçe: Luis Buñuel
українська: Луїс Бунюель
oʻzbekcha/ўзбекча: Byunyuel Luis