Икерчĕ

Икерчĕ — шĕвĕк чустаран çатмара ăшăланă апат-çимĕç.

  • Рецепт тĕслĕхĕсем

Рецепт тĕслĕхĕсем

Икерчĕ

Çĕпрене ăшă шывра е сĕтре ирĕлтермелле, тăвар, сахăр песокĕ, çăмарта тата çăнăх хушса лайăх хутăштармалла. Унтан чуста çине ирĕлтернĕ çу хушса çăрмалла та ăшă çĕре хăпарма лартмалла. Хăпарсан чустана лăкаса илмелле, тепре хăпарсан пĕçерме те юрать. 1 кг шурă çăнăх, 2 кашăк сахăр песокĕ, 2 çăмарта, 6 стакан шыв е сĕт, 3 кашăк ирĕлтернĕ услам çу, 40 г çĕпре, 1,5 чей кашăкĕ тăвар кирлĕ.

ĂШЛĂ ИКЕРЧӖ

Çăмартана, тăвара, сахăр песокне, çемçе çăва пăтраштармалла, унтан шыв е сĕт, каярах çăнăх хушмалла. Лайăх пăтраштармалла. Чуста шĕвĕ пултăр. Çупа сĕрнĕ вĕри çатма çинче çӳхе икерчĕсем пĕçермелле. Ăшлăхсем хатĕрлемелле. Ашран. 400 г пĕçернĕ ĕне ашне (мясорубка витĕр кăлармалла), икĕ кашăк услам çăва, туранă çур пуç сухана, 1-2 пĕçернĕ çăмартана (турамалла) тата тăвара хутăштармалла.

Other Languages
العربية: كريب (طعام)
Atikamekw: Tekirep
беларуская: Крэпы
brezhoneg: Krampouezh
català: Tortita
Tsetsêhestâhese: E'kôsé'haseo'o
čeština: Crêpe
Cymraeg: Crêpe
dansk: Crêpe
Deutsch: Eierkuchen
Ελληνικά: Κρέπα
English: Pancake
español: Tortita
euskara: Krepe
فارسی: کرپ
suomi: Pannukakku
français: Pancake
galego: Crêpe
Bahasa Indonesia: Panekuk
Ido: Krespo
íslenska: Crêpe
italiano: Pancake
한국어: 팬케이크
Ripoarisch: Pannekoche
Latina: Lucunculus
Lingua Franca Nova: Crepe
мокшень: Пачат
кырык мары: Меленӓ
norsk: Pannekake
Diné bizaad: Abeʼ bee neezmasí
occitan: Pescajon
Papiamentu: Reskoek
polski: Crêpe
português: Panqueca
română: Clătită
русский: Налистники
shqip: Krepa
svenska: Pannkaka
Tagalog: Crêpe
Türkçe: Akıtma
татарча/tatarça: Коймак
українська: Налисники
Tiếng Việt: Bánh kếp
walon: Vôte
吴语: 克来普
中文: 薄烤饼
粵語: 克戟