Вăрман сăсарĕ

Вăрман сăсарĕ
Вăрман сăсарĕн ареалĕ

Вăрман сăсарĕн кĕлетки 50 см çитет, йывăрăшĕ - 1 килограмран иртет. Ытларах юманлăхра, чăрăшлăхра пурăнма килĕштерет. Апачĕ - шăши йышшисем, пакшасем, вĕçенкайăксемпе вĕсен çăмартисем. Сунара каçхине тухать. Йывăç тăрăх çăмăллăн çӳрет, анчах та сунар ытларах çĕр çинче иртет. Йăвине вара йывăç хăвăлĕнче тăвать. Питĕ сивĕ вăхăтра çапă айне е юр ăшне кĕрсе выртма пултарать. Çуллахи вăхăтра шăшисемпе кайăксене ытларах тапăнать пулсан, хĕллехи вăхăтра пакшасене, ăсансемпе пăчăрсене аптратать. Сăсар ами 8-9 уйăхран çăвăрлать: çĕртме- çурла уйăхĕсенче чупать, акапа çу уйăхĕсенче çăвăрлать. Кĕркунне çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăсарсем 15 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ вĕсен нумай чухне 5-6 çултан иртмест. Пирĕн тăрăхра çак çăткăн чĕрчунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Çынсем кăна ăна хаклă тирĕшĕн тытма пултараççĕ. Çамрăк сăсар çине тата ӳхĕ е пысăк хурчка тапăнма пултарать. Вăрман сăсарĕ питĕ вăрттăн чĕрчун. Ăна асăрхама питĕ йывăр. Сăсар йышĕ Чăвашра 1000 пуç шайĕнче тытăнса тăрать.

Other Languages
aragonés: Martes martes
تۆرکجه: مارتس مارتس
žemaitėška: Kiaunė
беларуская: Лясная куніца
беларуская (тарашкевіца)‎: Лясная куніца
български: Златка
brezhoneg: Mart boutin
bosanski: Kuna zlatica
Cebuano: Martes martes
čeština: Kuna lesní
kaszëbsczi: Lasowô kùna
Cymraeg: Bele goed
dansk: Skovmår
Deutsch: Baummarder
Ελληνικά: Δενδροκούναβο
español: Martes martes
eesti: Metsnugis
euskara: Lepahori
suomi: Näätä
français: Martre des pins
Nordfriisk: Buumelk
Frysk: Beamotter
Gaeilge: Cat crainn
Gàidhlig: Taghan
galego: Marta
hrvatski: Kuna zlatica
magyar: Nyuszt
interlingua: Martes martes
italiano: Martes martes
日本語: マツテン
ქართული: ტყის კვერნა
қазақша: Орман сусары
Перем Коми: Тулан
Kurdî: Kûz
latviešu: Meža cauna
монгол: Ойн суусар
эрзянь: Чинеме
Nederlands: Boommarter
norsk nynorsk: Mår
norsk: Mår
Livvinkarjala: Kuničču
polski: Kuna leśna
پنجابی: چیڑ نیولا
português: Martes martes
română: Jder de copac
Scots: Mairtin
slovenčina: Kuna lesná
slovenščina: Kuna zlatica
shqip: Zardafi
српски / srpski: Куна златица
Seeltersk: Boommodder
svenska: Mård
Türkçe: Ağaç sansarı
удмурт: Сёр
українська: Куниця лісова
vèneto: Martarelo
vepsän kel’: Näd
Tiếng Việt: Chồn thông châu Âu
Winaray: Martes martes
中文: 松貂